Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Агаков Леонид Яковлевич

Агаков Леонид Яковлевич — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, кулӑш ӑсти, театр критикӗ. 1910 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Етӗрне районӗ) Ҫуткассинче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1939 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн членӗ. 1967 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Енӗн Комсомол премиӗн лауриачӗ пулнӑ. 1968 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне, 1974 ҫулта Чӑваш АССРӑн халӑх ҫыравҫи ятне тивӗҫнӗ.

Хӗрлӗ Ҫалтӑр орденӗпе тата медальсемпе чыславнӑ. Литература анинче хастар ӗҫленӗшӗн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Етӗрнери икӗ класлӑ шкулта, Етӗрнери педагогика техникумӗнче, Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр исскуствин институчӗн драма факультечӗнче вӗреннӗ. «Хатӗр пул» журналӑн тата «Канаш» хаҫат редакциӗнче ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Алӑ вӑрҫине тата Советсемпе финсен вӑрҫине хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑран таврӑнсан Леонид Агаков Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ, Чӑваш Енӗн ҪП председателӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Вӑрҫа каиччен тухнӑ кӗнекисем:

  • «"Волонтер" коммунӑн пурнӑҫӗ»;
  • «Вӗтлӗхри отряд»;
  • «Юлашки юмах»;
  • «Хӑват»;
  • «Ултав».

Вӑрҫӑран таврӑнсан пичӗтленнӗ кӗнекесем:

  • «Шанчӑк» (1971);
  • «Чи хакли» (1974);
  • «Ылтӑн вӑчӑра» (1948, 1958, 1966);
  • «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» (1964, 1970, 2004).

Кунсӑр пуҫне унӑн 10 ытла кулӑшла калавсемпе комедисен пуххисем пичӗтленнӗ.

Пичӗтленнӗ 55 кӗнекене шута илсен ытти чӗлхесемпе 10 тухнӑ: вырӑсла, украинла тата белорусла.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-05-20 20:30:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12341 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем